Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.
Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.
Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.
Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.
Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин пайташӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче ассамблейӑн ҫӗнӗ ертӳҫине суйласси те пулнӑ. Аса илтерер: ку тивӗҫе Лев Кураков академик (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пурнӑҫланӑччӗ.
Председателе суйличчен ассамблея канашне ҫӗнӗ ҫынсене илнӗ. Вӗсем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров тата Чӑваш Республикинчи Вырӑс культурин центрӗн ертӳҫи Татьяна Ежова.
Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейине Леонид Черкесов ертсе пырӗ. Уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви оперӑпа балет театрӗнчи икӗ должность валли кадр резервӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ.
Министерствӑн сайтӗнче темиҫе кун каялла вырнаҫтарнӑ хыпарта каланӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ тата художество ертӳҫи пулма тивӗҫ ҫынсенчен кадр резервӗ йӗркелӗҫ.
Документсене ҫак уйӑхӗн 24-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Вӗсене ӗҫ кунӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫутри 411-мӗш пӳлӗме ҫитерсе памалла.
Паянтанпа, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, пирӗн республикӑра Туризма аталантаракан агентство пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Туризма тата хӑнасене кӗтсе илекен индустрие аталантаракан агентство» (кӗскен каласан, «Туризма аталантаракан агентство») автономи учрежденийӗ пачах ҫӗнӗ орган мар. Ӑна республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш Республикинчи туризмпа культура информаци центрӗ» автономи учржденин ятне ылмаштарса йӗркеленӗ.
Агентство туризм индустрине пур енлӗн аталантарассишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫав шутра — регионӑн туризм брендне сарассишӗн, туриндустрие цифровизацилессишӗн, туроператор тивӗҫне пурнӑҫлассишӗн.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, парти ӗҫченӗ тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ паллӑ ҫын, Чӑваш АССР тата РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ида Кочетова (1931-2012) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Ида Анатольевна 1931 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Ӗҫ биографине Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи оркестр артистӗнчен пуҫӑннӑ. 1952-1955 ҫулсенче ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче пропагандӑпа агитаци инструкторӗнче ӗҫленӗ.
1956 ҫулта Ида Анатольевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ, унти историпе филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Шкулти учитель пулса пӗр вӑхат ӗҫленӗ хыҫҫӑн КПСС Шупашкар хула комитетне куҫнӑ. 1969 ҫулта Чулхулари Партин аслӑ шкулне направленипе янӑ.
1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 1988 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ида Кочетова Чӑваш АССР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ.
Культура учрежденине 150 вырӑнлӑх тунӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби ку пулӑма «тахҫантанпах кӗтнӗскер» тесе хакланӑ.
Ял ҫыннисен савӑнӑҫне пайлама культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова тата республика парламенчӗн депутачӗ Сергей Павлов пырса ҫитнӗ.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та вырнаҫнӑ.
Культура ҫурчӗ ҫине, сӑмах май каласан, «Дом культуры» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.
Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Святыни Чувашского края: национальный костюм» документлӑ фильм кӑтартӗҫ.
Ҫутта кӑларакан фильма «Лаптева и партнёры» PR-савут республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, «Чӑвашкино» киностуди пулӑшнипе ӳкернӗ.
Кинолента чӑваш наци тумӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Тӑван халӑхӑмӑр ҫипуҫӗн элеменчӗсемпе, вӗсен социаллӑ пӗлтерӗшӗпе паллаштарать. Тума кура ҫын юрлӑ е пуян пурӑннине, вӑл ҫын ҫемьеллӗ е ҫемьесӗр пулнине тавҫӑрма пултарнӑ.
Кино курма кӑмӑл пуррисене пурне те акт залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Надежда Воюцкаян юбилейне уявланӑ.
60 ҫулхи артиста Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова саламланӑ.
«Чӑваш драма театрне юратнӑшӑн сире тав тӑватӑп. Ҫак ҫулсенче эсир тӗрлӗ енлӗ хӗрарӑм сӑнарӗсене хӑвӑр витӗр кӑларнӑ. Ҫав сӑнарсем пирӗн куракансен чӗрисенче юласса шаннӑ. Телекурава та сирӗн юбилее ҫакӑн пек йышпа килнӗшӗн тав тӑвасшӑн. Сирӗн юбилей каҫӗ театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлӗ. Сире сывлӑх тата халиччен выляман роле сунатӑп», – тенӗ министр ҫумӗ. Юбиляра вӑл республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |